Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнтерӳҫӗсем (Кӗмӗл Кӗпер)

Вӑрҫӑри ҫӗнтерӳ кашни эккел хӗҫӗ вӗҫӗнче.
Авалхи пӑлхарсем калани.

Ку вӑл аслӑ та чаплӑ ҫӗнтерӳ пулчӗ. Монголсен темиҫе пинлӗ ҫарӗнчен нимӗн те юлмарӗ.
Анчах монголсен ҫарпуҫӗсем Супетей те, Джепе те тарса хӑтӑлчӗҫ.
Джепе хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ҫӗр ытла сыхлавҫисемпе ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухса, кӑнтӑр енче сарӑлса выртакан ҫеҫенхирти ҫатрака вырӑнсенче пытанчӗ. Ватӑ Супетей вара пӗр-пӗччен тӑрса юлса, пӑлхарсене ылхана-ылхана ҫӗрӗпе таҫталла кайрӗ. Ирхине вара ӑна аманса пӗтнӗ монгол торкаучӗсем шыраса тупрӗҫ.
— О-о, Аслӑ Тӳпе, о-о, Тӳпе-туррӑм, — аяккарах та аяккарах тарса кайнӑ май ытларах та ытларах кӗлтурӗ ватӑ Супетей, — ытла та хӑрушӑ пулчӗ-ҫке ку ҫапӑҫу!.. О-о, ватӑ шакал эпӗ, мӗншӗн ҫапла улталантӑм-ха?!. Е ҫав уйӑх та хӗвел питлӗ ҫаракут вырӑс хӗрне пула ватӑ пуҫа йӑлтах ҫухатрӑм-и?..
Ялан ҫӗнтерме хӑнӑхнӑ, нихӑҫан та тӑшманран тарса курман Супетейшӗн ку вӑл чӑнах та ытла та хӑрушӑ мӑшкӑл пулчӗ.
* * * <<
Челпир аслӑ та чаплӑ ҫӗнтерӳ паттӑрӗсене чысласа никам курман уяв ирттерес терӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрать, ҫавӑнпа вӑл Кернек хулинче мар, ҫӗнтерӳ пулнӑ вырӑнта уявне ирттерес терӗ. Леккерсем ҫӳлле мар сӑрт ҫине питӗ пысӑк шурӑ чатӑр лартрӗҫ. Ун ҫумне, хӑмасенчен ҫапса, пысӑк мар тӗклев турӗҫ. Аслӑ та чаплӑ патша валли унта хыҫлӑ пукан лартрӗҫ, ӑна шурӑ парс тирӗпе витрӗҫ.
Уяв ирхине ирех, хӗвел тухсанах пуҫланчӗ.
Шурӑ парс тирӗпе витнӗ хыҫлӑ пукан ҫинче мӑнаҫлӑн ларакан патша умӗпе чи малтан, уяв пуҫланнине пӗлтерсе, хапӑлхан пысӑк мар текӗрчӗсем иртрӗҫ. Чи малта — шап-шурӑ утсемлӗ текӗрт, ӑна ҫак ҫапӑҫура пӗтӗм хапӑлхан ҫарпуҫӗ пулнӑ Парӑҫ-Пӑрӑнтай ертсе пырать.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай — лутака, сарлака хул-ҫурӑмла, тӑваткал питлӗ, ҫивчӗ куҫлӑ пӑлхар. Вӑл - тикки, Челпир ашшӗн Отекӑн шӑллӗн ачи, урӑхла каласан, патшан аккумӗ.
— Салам — аслӑ та чаплӑ Челпир патшана! — хӗҫне туртса кӑларса ҫӳлелле ҫӗклерӗ вӑл. — Эпир ҫентертӗмӗр!..
Парӑҫ-Пӑрӑнтай хыҫӗнче тата ултӑ пысӑк мар хапӑлха текӗрчӗсем — пурте тӗрлӗ тӗслӗ утсемпе.
Челпир хапӑлхи ҫичӗ ҫартан тӑрать. Шурӑ утлӑ ҫар — акпарссем, ҫӑлтӑр-хушка утлисем — караппӑлсем, хӑла утлисем — кашкӑрсем, сакӑл утлисем — кӑйкӑрсем, тимӗр-кӑвак утлисем — тилӗсем, хура утлисем — ҫӑхансем, чӑпар утлисем — ӑмӑртсем. Кашни ҫартан пысӑк мар текӗртсем тунӑ, вӗсем пӗрер ӗрет туса патша умӗпе иртрӗҫ.
Хапӑлха хыҫҫӑнах каркарҫар текӗрчӗсем пыраҫҫӗ. Чи малта — Кӗрнек пикӗ Пуян, ун хыҫӗнче — тепӗр Кӗрнек пикӗ Тинекку. Пуянпа Тинекку паян, питӗ вӑхӑтра хула хапхисене уҫса пӑрахса, хӑйсен ҫарӗсене тӑшман хыҫне илсе тухреҫ.
— Мухтав сана, Челпир! — кӑшкӑрчӗҫ Кӗрнек пикӗсем. — Эпир ҫӗнтертӗмӗр!..
Пуян — тӑрӑхла питӗ ҫӳллӗ пӑлхар. Челпир пӗлет, ҫӳҫне питӗ вӑрӑм ӳстерме юратать вӑл. Чӑнах та кӑлкан ҫӳҫӗсем унӑн сапарӗ айӗнчен тухса ҫил ҫинче патшан сарӑ элемӗ пек вӗлкӗше-вӗлкӗше илеҫҫӗ.
Тинекку вара чӑнласах та улӑп-ҫын, хӑйӗн улма-чӑпар учӗ ҫинче никам хускатайми ту пек ларса пырать вӑл.
Кӗрнек пикӗсем хыҫҫӑнах тепӗр ҫар пырать. Ун пуҫӗнче — Саврӑш-паттӑр. Вӑл ҫаврака питлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, ҫап-ҫамрӑк пӑлхар.
Акӑ, учӗсене ташлаттарса тепӗр ҫар иртет. Ӑна Пачман ертсе иырать. Йӗпкӗн хура ҫӳҫлӗ, хура мӑйӑхлӑ, сухалне кӗскетсе кастарнӑ ҫап-ҫамрӑк ҫарпуҫӗ.
Чи юлашкинчен вара Челпирӗн юратнӑ шӑллӗ Ылттӑнпик, унӑн хӑйма пек шап-шурӑ учӗ паян мӗнле пысӑк уяв иккенне ӑнланна пек ташласа ҫеҫ пырать. Урине ыраттарни иртсе кайнӑ пулас унӑн.>> * * * <<
Ҫентерӳҫӗ-ҫарпуҫӗсем патша чатӑрне пуҫтарӑнчӗҫ.
— Паян эпӗ телейлӗ те хаваслӑ та питӗ тарават, — терӗ Челпир. — Эпир тискер монголсен вуншар пинлӗ ҫарне ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр. Вунӑ пин ытла монгол нукерӗсене тыткӑна илтӗмӗр, ыттисене тамӑка ӑсатрӑмӑр. Анчах куратӑп: манӑн юратнӑ шӑллам Ылттӑнпик пичӗ ҫинче хаваслӑх ҫукрах... Мӗскер пулнӑ, Ылттӑнпик? — ыйтрӗ вӑл. — Аманман пуль те эсӗ?
— Ҫук, — пурпӗрех куляннӑн каларӗ Ылттӑнпик.
— Мӗн пӑшӑрхантарать сана, шӑллӑм?
— Супетее тартрӑм, — терӗ те Ылттӑнпик хӑйӗнпе ҫеҫенхирте мӗскер пулнине каласа пачӗ.
— Ан кулян, — терӗ ӑна патша. — Кашкӑртан тарса упа ҫӑварне лекет вӑл. Монголсен патши Чингиз-хан ӑна пӗтӗм ҫарне пӗтернӗшӗн пуҫран ачашлас ҫук.
— Ҫапах та пӗртен-пӗр ыйту манӑн, — хӑйӗн шухӑшне вӗҫне ҫитиех каласа пӗтерес терӗ Ылттӑнпик. — Енчен те хӑҫан та пулсан Супетейпе тепре тӗл пулас-тӑк, ун шӑпине эпӗ татам. Юрать-и?.. Ун чухне ӑна укрӑкласа тытса килетӗпех эпӗ.
— Килӗшрӗмӗр, — хӑй кӑмӑлне пӗлтерчӗ патша. — Паян эпир ҫӗнтерӳҫӗсене чыслатпӑр. Каман манран мӗн ыйтмалли пур — ыйттӑр!.. Саврӑш, эсӗ монголсен тапӑрне тытса илнӗ. Монголсен тыткӑнне лекнӗ халӑх нумай-и?
— Нумай, аслӑ патша, — хуравларе Саврӑш. — Вырӑссем те, кӑпчаксем те, алансем те, саккисем те...
— Кам тӑван ҫӗрне каяс тет, — кайтӑр. Кам пирӗнпе юлас тет, — юлтӑр.
— Нумайӑшӗ пирӗнпе юласшӑн. Уйрӑмах — кӑпчаксемпе саккисем. Чӗлхесем пирӗн пӗр, йӑла-йӗркесем те пӗр.
— Юлччӑр. Пурне те йӗркеллӗ вырнаҫма пулӑш.
— Итлетӗп, аслӑ патша... Каҫар та, манӑн тата ыйтмалли те пур.
— Кала. Ҫӗнтерӳҫӗсем паян тем те ыйтма пултараҫҫӗ.
— Аслӑ патша... — Саврӑш хӗрелсе кайрӗ. — Аслӑ патша, монголсем тыткӑна илнисен хушшинче пӗр вырӑс хӗрӗ пур... — Саврӑш каллех малалла калаймасӑр, вӑтаннӑн пуҫне чикрӗ.
— Кала, кала, — тӗлӗннӗ пек пулчӗ патша.
— Вырӑс хӗрӗ ӑна хӑйне тыткӑна илнӗ, — ахӑлтатса кулса ячӗҫ ҫӗнтерӳҫӗ-ҫарпуҫӗсем.
— Ку сӑмах тӗрӗс-и? — тӳрех ыйтрӗ патша, ҫарпуҫӗ ҫине тимлесе пӑхса.
— Тӗрӗс, аслӑ патша, — ҫирӗплетрӗ Саврӑш. — Любава ятлӑ вӑл. Ирӗк парсам мана...
— Хӑрхӑм тӑвасшӑн-и? — ҫарпуҫне чарсах ыйтрӗ патша.
— Ҫук, савнӑ арӑм...
— Мӗнех эппин, килӗшетӗп, — терӗ патша, кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. — Паллах, сан пек паттӑра кашни пӑлхар пики кӑмӑлламалла та... Пӑлхар пикинчен маттурри те, чиперри те никам та ҫук.
Ӑна пурте пӗлетпӗр. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн сӑлусене качча илме вырӑссенчен пуҫласа Китай таран чи чаплӑ ҫынсем евчӗсем яраҫҫӗ.
— Тӗрӗс, тӗрӗс!
— Питӗ тӗрӗс калатӑн, аслӑ патша! — хӑйсем Челпир каланине килӗшнине пӗлтерчӗҫ пуҫтарӑннӑ ҫарпуҫӗсем.
— Анчах пирӗн паттар Савраша вырӑс хӗрӗ килешнӗ. Юрӗ, Саврӑш, хӑв килӗштеретӗн пулсан, вырӑс хӗрӗ савнӑ арӑму пултӑр... Туя чӗнме кӑна ан ман!..
— Ҫук, аслӑ патша! Манмастӑп! — хӗвел пек ялкӑшса хуравларӗ Саврӑш.
Патша ҫак пуҫланӑ калаҫу питӗ кӑмаллӑ пынине систерсе ӑшшӑн кулса илчӗ.
— Ну, тата камӑн мӗскер каламалли пур? Парӑҫ-Пӑрӑнтай, эсӗ паян хӑв аслӑ ҫарпуҫӗ пулнине питӗ лайӑх кӑтартрӑн. Мӗн те пулин каламалли пур-и?
— Аслӑ патшана мухтанисӗр пуҫне урӑх нимӗн те каламалли ҫук, — хыттӑн хуравларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Аслӑ патша пирӗнпе пулни ҫак аслӑ ҫӗнтерӗве парнелерӗ пире.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай выранлӑ мар калаҫса кайни Челпире килӗшмерӗ. Вӑл вара часрах ытти ҫарпуҫӗсене куҫларӗ.
— Пачман, эсӗ те ҫапла аслӑ патшана кӑна мухтамалла тетӗн-и? — куларах ыйтрӗ Челпир. — Юрӗ, юрӗ, ан вӑтан. Питӗ маттур ҫапӑҫрӑн эсӗ, чӑнласах та шурӑ парс пек!..
Савӑнса, хавхаланса кайнӑ ҫарпуҫӗсем ку сӑмахсене илтмен пекех пулчӗҫ. Весен хӑйсен шухӑшӗ, хӑйсен ӗҫӗ. Паян весем хӑйсен ҫӗнтерӗвӗпе савӑнмалла. Пӗртен-пӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтай кӑна ҫак сӑмахсене илтсессӗн, сӑнран улшӑнчӗ, Пачман ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ. Анчах патша ҫакна асӑрхамарӗ.
— Маттур, Пачман! Шанатӑп, чаплӑ ҫарпуҫӗ пулатӑн. Мӗн те пулин ыйтмалли пур-и?.. Ҫук, тетӗн-и?.. Вӑрҫӑ хирӗнче кун пек хаюсӑр мар эсӗ!.. — Челпир чеен Ылттӑнпик ҫине пӑхса илчӗ те каллех Пачманпа калаҫа пуҫларӗ. — Пӗлетӗп, ыйтмалли пур-ха санӑн. Анчах вӑхӑт ҫитмен-ха. Вӑхӑт ҫитсен, вӑтанса ан тӑр. — Патша каллех Ылттӑнпик ҫине чеен пӑхса илчӗ те Пачмана каларӗ. — Эсӗ ыйтнине эпӗ тӳрех тивӗҫтеретӗп. Ыттисем те ун чухне патша каланипе килӗшӗҫ тетӗп.
Калаҫу мӗн пирки пынине Ылттӑнпиксӗр пуҫне ыттисем пӗри те чухлаймарӗҫ-ха. Ылттӑнпик вара чеен кӑна кулса илчӗ те хуллен каларӗ:
— Килӗшеҫҫӗ пулӗ, эпӗ те шанатӑп...
Ку сӑмахсене илтсен, Парӑҫ-Пӑрӑнтай сӑнӗ пачах улшӑнчӗ. Вӑл, питӗ тарӑхнӑ ҫын пек, аялалла пӑха пуҫларӗ. Сулахай куҫӗ унӑн туртӑна-туртӑна илчӗ.
Чатӑр тулашӗнче шӑпӑр сасси илтеисе кайрӗ.
— Юрӑҫӑ килнӗ, — терӗҫ ҫарпуҫӗсем.
— Юрӑҫӑ, юрӑҫӑ!.. Саркамӑш!..
— Саркамӑш юрӑҫӑ хӑнара!..
— Чи чаплӑ юрӑҫӑ!..
— Кӗччӗр кунта, — хушрӗ патша, пӗтӗм пӑлхарсем пӗлекен чаплӑ юрӑҫӑ питӗ вӑхӑтлӑ хӑй тапӑрне килсе ҫитнӗшӗн савӑнса. — Чысласа кӗтсе илӗр ӑна!..
Патшапа ҫарпуҫӗсем ларакан ҫӗре шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм сухаллӑ суккӑр юрӑҫӑ кӗчӗ. Вӑл аллине кӗсле тытнӑ. Унпа пӗрле — ертӳҫи, тӑрӑхлӑрах питлӗ йӗпкӗн хура ҫӳҫлӗ ача. Вӗсен хыҫӗнче — шӑпӑрҫӑ, тӑрӑхла питлӗ хытанкка та чирлӗрех ҫын, уксахласа утать. Вӑл пӗр-икӗ ҫаврӑм темле кӗвӗ янӑраттарчӗ те шапланчӗ. Ку вӑл аслӑ та чаплӑ юрӑҫӑ килсе ҫитрӗ, пурте ӑна итлеме пуҫтарӑнӑр тесе пӗлтерни пулчӗ ӗнтӗ. Ҫав хушӑра ертӳҫӗ-ача шап-шурӑ ҫӳҫлӗ ватӑ юрӑҫа чатӑр варринчи кашма ҫине илсе пырса лартрӗ. Пурте, шӑпланса, юрӑҫӑ мӗн каласса кӗтрӗҫ.
Ҫынпа ҫын хушшинчи тытӑҫу —
Арӑсланпа шурӑ парс хушшинчи ҫапӑҫу...

Ҫапла каларӗ те ватӑ юрӑҫӑ хӑйӗн ялан сӑмаланипе ялтӑртатса тӑракан кӗслине илсе пӗр ҫавра кӗвӗ каларӗ, вара юрласа яче:
Перре пӗри тапӑнса пырать,
Тепре тепри ҫӗнтерсе пырать.
Пӗри аманать,
Ҫӗре ӳкет,
Ҫын ури айне пулса пӗтет.

Тепри аманать,
Йывӑҫ пек йӑванать,
Ыратнине чӑтаймасӑр ахлатать.
Виҫҫемӗшӗ аманса,
Ут ури айне пулса,
Ним юлми таптанать,
Пуҫне ҫухатать.
Аслӑ уйра пырать ҫапӑҫу,
Ҫынпа ҫын хушшинчи юнлӑ тытӑҫу.

Юрӑҫӑ хӑйӗн кӗслине кӑна, ним сӑмах каламасӑр каллех пер ҫаврӑм кӗвӗ каларӗ те ҫӗнӗ ритмпа юрлама тытӑнчӗ:
Пуринчен те малта — Аттил,
Пуринчен те маттурри - Аттил,
Пуринчен те паттӑрри - Аттил,
Пуринчен те хаярри — Аттил.
Ун аллинче хӗҫ мар,
Ун аллинче — алтаспан.
Алтаспанӗпе ҫапать те йӗр тӑвать,
Тепӗр енне ҫапать те ҫул тӑвать.
Аттил айӗнче — ут мар,
Аттил айӗнче — урхамах,
Ун сӑмсинчен вут тухать,
Ҫӑварӗнчен ҫулӑм ҫапать.
Пӗр енне пӑхать те вутпа ҫунтарать,
Тепӗр енне пӑхать те ҫулӑмпа ӗнтет.
Ҫапӑҫаҫҫӗ ҫынсем —
Пӑлхарсемпе тӑшмансем,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа ҫапать,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа чикет,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа касать,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа перет.
Пӑлхарсене Аттил ертсе пырать,
Тӑшмансене Чупайрек ертсе пырать.

Юрӑҫӑ кӗслипе кӑна каллех пӗр ҫаврӑм кӗвӗ каларӗ, унтан, хӑйӗн суккӑр куҫӗпе, питӗ лайӑх курнӑн, патша ларакан ҫӗрелле пӑхса илчӗ те тепӗр кӗвӗпе юрласа ячӗ:
Камсем-ха вӗсем пӑлхарсем?
Камсем-ха вӗсем чухасем?
Мӗншӗн пӗр-пӗринпе
Ҫапӑҫаҫҫӗ ҫак аслӑ хирте?
Пӑлхарсем весем — ирӗк халӑх,
Пӑлхарсем весем — аслӑ халӑх.
Пин-пин тӗрлӗ пурлӑх вӗсен,
Чи чаплӑ пурлӑхӗ
"Ылттӑн кӗнеке" вӗсен.
Тапса тухнӑ вӗсем мальенчен,
Хӗвелтухӑҫӗнчен,
Ылттӑн ту таврашӗнчен.
Чи малтанхи патши вӗсен Метте,
Ӑна пӗтӗм тӗнче пӗлмелле.
Метте ертсе пынипе
Аслӑланнӑ вӗсем ӗлӗкех.
Анчах Метте вилсен
Сапаланса кайнӑ.
Ют йӑхсем хӗснипе
Кайьеннелле тайнӑ.
Кунта чух кайран,
Аттил патшана ларсан,
Тепре ҫӗкленсе кайнӑ,
Пӗтӗм кӳршӗсем вӗсене пуҫ тайнӑ.
Ҫавӑнпа пӑлхарсем Аттила саваҫҫӗ,
Унпа пӗрле кӗрешӗве тухаҫҫӗ.
Кирек мӗнле тӑшмана та,
Кирек мӗнле ют йӑха та,
Тытса лӑскаҫҫӗ,
Ҫапса хуҫаҫҫӗ.

Кӗсле сасси, чатӑртан тухса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх ян-ян каять.
Аттил ҫарӗнче тепӗр паттӑр,
Ун пекки тӗнчере те урӑх ҫук-тӑр!
Ку вӑл — Айтаман,
Нихӑҫан тӑшмана парӑнман
Ҫамрӑк ҫарпуҫӗ,
Питӗ ҫивчӗ ун куҫӗ:
Ухӑпа перет —
Тӗл лекет,
Сӑнӑ ывӑтать —
Тӑшмана йӑвантарать,
Хӗҫпе ҫапать —
Тӑшмана тӗп тавать.
Учӗпе кӗрет —
Тӑшмана ҫӗнтерет.

Юрӑҫӑ хавхаланнӑҫемӗн хавхаланса юрларӗ те юрларӗ, унӑн юрри ян та ян кайрӗ.
Аттил ҫарӗнче тата тепӗр паттӑр,
Ун пекки те тӗнчере урӑх ҫук-тӑр!
Ку вӑл — Марка-улӑп,
Кашнийӗ унпа чух чӑн-чӑн паттӑр пулӗ.
Марка-улӑп нихӑҫан
Тӑшманран хӑраман.
Малта вӑл ялан,
Ун аллинче — алтаспан.
Пер енне ҫапать —
Ҫул тӑвать,
Тепӗр енне ҫапать,
Йӗр тӑвать...

Юрӑҫӑ, юрлама чарӑнса, хӑй хыҫӗнче тӑракан ача енне ҫаврӑнчӗ. Ача, ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек, ҫинҫе сассипе юрласа ячӗ:
Атьӑр-ха, пӑлхарсем, патшана мухтар,
Челпир-паттӑра юрӑсем халаллар!..

Ҫакӑн хыҫҫӑнах юрӑҫӑпа ҫӳрекен шӑпӑрҫӑ ури ҫине тӑчӗ те ытарайми кӗвӗ янӑраттарса ячӗ. Шӑпӑр сасси чӑнласах та хитре, пӗтӗм тавралӑха сарӑлать, итлекенсене ҫунат хушса ҫӗклентерсе ярать.
Акӑ ӗнтӗ шӑпӑр сасси шӑпланчӗ. Кӗсле сасси илтӗнсе кайрӗ. Ватӑ юрӑҫӑ каллех хӑй кӑссайне малалла тӑсрӗ:
Сарлака уйра Аттил тӑрать,
Айтаман-ҫентерӳҫӗ ун патне пырать.
Айтаман хыҫӗнче — чухасем,
Тыткӑна лекнӗ тӑшмансем,
Вӗсен хушшинче Чупайрек,
Вӑл аран утать, вилнӗ пек.
Йӑлт юнланнӑ хӑй,
Йӑлт аманннӑ хӑй,
Халтан кайнӑ вӑл,
Пуҫне уснӑ вӑл.

>> * * * <<
Вӑрӑм кӑссая итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Челпир хӑнасене парне пама, апат-ҫимӗҫпе сӑйлама хушрӗ.
Саркамӑшпа унӑн ҫыннисене вара Ылттӑнпик хӑйпе юнашар илсе кайса лартрӗ те сӑйлама тытӑнчӗ.
— Тӗлӗнмелле чаплӑ кӑссай юрласа патӑн эсӗ пире, Саркамӑш мучи! — терӗ Ылттӑнпик. — Тата питӗ вӑхӑтлӑ. Чӑнласах та пирӗн авалхи ламтайсем питӗ вӑйлӑ халӑх пулнӑ.
— Тӗрӗс, — килӗшрӗ унпа юрӑҫа. — Ун чухне вӗсем хун ятпа пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илме пултарнӑ. Аттил патшаран ун чухне пӗтӗм тӗнче хӑраса-чӗтресе тӑнӑ. Эпӗ сире паян Аттил патша ҫинчен хунӑ кӑссай юрласа патӑм.
— Тӗлӗнмелле чаплӑ кӑссай! — терӗ тепӗр хут Ылттӑнпик. — Аваллӑха упракан кӑссай.
— Эпир юрӑҫӑсем, чӑнласах та аваллӑх управӗ, — килӗшрӗ унпа Саркамӑш. — Эпир пулмасан ламтайсен аслӑ та чаплӑ ӗҫӗсем тахҫанах манӑнса пӗтнӗ пулӗччӗҫ. Эпир — сӑмах хуҫи. Пире пула хитре пӑлхар чӗлхи пӗтем тӗнчене сарӑлать.
— Апла пултӑр тесен, кашни чаплӑ юрӑҫӑн вӗренекенӗсем нумай пулмалла. Санӑн вӗренекенӳсем те нумай пулӗ, мучи?..
— Пур, — савӑнса каларӗ Саркамӑш. — Чун савӑнӑҫӗ вӗсем. Тӗрӗс калатӑн, чи чаплӑ кӑссайсене вӗренекенсем упраса хӑвармалла. Пур вӗсем, пур. Вӗсем вара хӑйсен шаралӗнчен те ӑстарах та, чаплӑрах та пулмалла. Эпӗ вара чӑнласах та телейлӗ. Шаралӑм та манӑн питӗ ӑста юрӑҫӑ пулнӑ — Кушлавӑш. Илтнӗ пулӗ ун ҫинчен. Вӑл пӗр-пӗр кӑссай юрлама тытӑнсассӑн, ҫӳлте вӗҫекен кайӑксем те ун патне вӗҫсе анатчӗҫ, ун сассине итлетчӗҫ. Йывӑҫсем те ҫулҫисемпе шепӗлтетме пӑрахатчӗҫ. Ун сассине итлетчӗҫ. Тупата, пӗр-пӗр юханшыв хӗрринче юрласа ярсассӑн вара юханшыв та юхма пӑрахатчӗ, ун юррине итлетчӗ. Ун пек шарала ӗмӗрне те манас ҫук. Вӗренекенӗмсене вӗрентме эпӗ хам шаралран, ӑстаран та ӑста Кушлавӑшран вӗреннӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хама телейлӗ тетӗп. Манӑн чаплӑран та чаплӑ вӗренекенсем пур. Вӗсенчен чи-чи палли, пӗтӗм халӑх пӗлекенни — Кул Али.
— Кул Али? — тӗплӗнрех пӗлес тесе ыйтрӗ Ылттӑнпик. — Илтнӗ ун ҫинчен. Анчах хӑйне курман. "Юсуфпа Сулейха ҫинчен хунӑ кӑссайне" вара унӑнне чӑнах та пурте пӗлеҫҫӗ.
— Ҫапла, ку кӑссайӗ унӑн пӗтӗм тӗнченех сарӑлнӑ, — килӗшрӗ унпа Саркамӑш. — Ҫавӑнпа ӗнтӗ вал манӑн вӗренекенӗм пулнӑшӑн эпӗ чунтан-чӗререн савӑнатӑп. Кунта пулать пулӗ тенӗччӗ эпӗ ӑна. Анчах килсе ҫитеймерӗ пулас. Нухрат Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӳретчӗ вӑл. Пӗлетӗн ӗнтӗ, юрӑҫӑн пӗр вырӑнта лармалла мар, унӑн тӗнче касса ҫӳремелле. Тӗнчере мӗн пулнине пӗтӗмпех пӗлмелле. Ҫав пулни-иртни ҫинчен халӑха каласа памалла... Акӑ, тепӗр вӗренекенӗме ӳстеретӗп эпӗ, — хӑйсем калаҫнине итленӗ май чаплаттара-чаплаттара какай ҫиекен ача ҫинелле кӑтартрӗ Саркамӑш. — Ӑсӗ те, чунӗ те, тавҫӑруллӑхӗ те пур унӑн. Е чаплӑ юрӑҫӑ пулать, е пӗтӗм тӗнчене савӑнтаракан паттӑр мӑрса пулать. Ҫав хушӑра Челпир патша ертӳҫӗ-ачана хӑй патне чӗнчӗ.
— Мӗн ятлӑ эсӗ? Кам йӑхӗнчен?
— Упи-паттӑр! — ҫинҫе сассипе хӑюллӑн хуравларӗ ача. — Упи йӑхӗнчен эпӗ.
— Упи-паттӑр.. — ахӑлтатса кулса ячӗҫ ҫарпуҫӗсем. — Чӑнах та паттӑр.
— Сассипе паттӑр...
Патшана ку килӗшмерӗ. Вӑл, пурин ҫине те пӑхса, часрах шӑпланма хушрӗ.
— Кам йӑхӗнчен терӗн-ха эсӗ? — тепре ыйтрӗ ачаран.
— Марка-улӑп тӑхӑмӗ эпӗ. Упи йӑхӗнчен. Ман атте — Арсланпик!..
Ку сӑмаха илтсессӗн, чатӑрта ларакансем шӑпӑрт пулчӗҫ.
— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, Арсланпикӗн, — терӗ патша. — Вӑл ҫак ҫапӑҫун чи аслӑ паттӑрӗ. Емӗрлӗхех куҫне хупрӗ пулсассӑн та, Арсланпик яланах пирӗнпе пӗрле пулӗ... Миҫере эсӗ, Упи-паттӑр?
— Тӑххӑр тултарса вунна кайнӑ.
— Мӗншӗн юраҫӑпа пӗрле тухса кайнӑ вара эсӗ?
— Тӗнче курас тесе. Тата ӑс пухас тесе, — хыттӑн хуравларӗ Упи-паттӑр.
— Аҫу мӗн калатчӗ кун пирки? — тӗпчерӗ те тӗпчерӗ патша.
— Килӗштернӗччӗ вӑл ман шухӑша. Упи-паттӑр пулас тесен, малтан тӗнчене пӗлмелле, тенӗччӗ.
— Ӑна тӗрӗс каланӑ-ха вӑл, — килӗшрӗ патша. — Аслӑ ывӑлӗ-и эсӗ Арсланпикӗн?
— Пӗртен-пӗр ывӑлӗ эпӗ. Тата манӑн йӑмӑк пур. Пиллӗкре вӑл.
— Эппин, санӑн юрӑҫӑ-кӗслеҫӗпе ҫӳреме пӑрахмалла, — терӗ Челпир. — Упи йӑхӗ — паттӑр йӑх. Санӑн чӑнласах та Упи-паттӑр пулас пулать... Ҫарпуҫӗ пулма хатӗрленмелле... Упи ҫарӗ сана кӗтет, Арсланпик ывӑлӗ!..
Патша чатӑрта ларакал ҫарпуҫӗсем ҫине пӑхса илчӗ.
— Ылттӑнпик, ҫак ӗҫе сана хушатӑп. Упи-паттӑр аталӑкӗ пул!..


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-20 12:45:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3949 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем